Кунта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури порнографи материалӗллӗ сайтсене ӗҫлеме чарни пирки пырать.
Тӗнче тетӗлӗнче вырнаҫтаракан хыпарсене тишкернӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура порнографи материалӗсемлӗ сайта асӑрханӑ. Унта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ. Унта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта интимлӑ пулӑшу сӗнекен пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Ҫав пулӑшӑвӑн хакне те кӑтартса ҫырнӑ пӗлтерӗве вырнаҫтаракансем. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен ҫулне, виҫине, арҫынсене кӑсӑклантарма пултаракан ытти хыпара пӗлтернӗ. Телефон номерне кӑтартма та именмен.
Порнографи материалне сарни саккуна пӑсни шутланать, уншӑн пуҫиле майпах айӑплама юрать. Интим пулӑшӑвӗ пирки хыпарланине ырламасӑр прокуратура судах ҫитнӗ. Суд прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ, юрӑхсӑр хыпара вырнаҫтарма чармалла тунӑ.
Чӑваш Енре суйлавӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ. Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян ирхине ҫав цифрӑсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас тесе кӗрешӗве тухнисенчен хальхи вӑхӑтра республикӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ Михаил Игнатьев ҫӗнтерни сисӗнет. Протоколсен 90 ытла процентне тишкернӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевичшӑн суйлава хутшӑннисенчен 65 проценчӗ сасӑлани курӑнать. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти тӑратнӑ Олег Николаев кандидат 15 процент пухнӑ. Валентин Шурчанов коммунистшӑн суйлавҫӑсен 12 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвне пӗрлехи округпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗсем 50 процент йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — коммунистсем (15 процент), виҫҫӗмӗшӗнче — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" (12 процент), либерал-демократсем 8 процент пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ округра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ, пӗринче — партире тӑман кандидат.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Афганистанра ҫапӑҫнӑ салтаксене халалласа обелиск уҫнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте, Винокуров тата Интернационалист салтаксен урамӗнче, вырнаҫнӑ.
Палӑк авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Александр Ильин. Обелиска ҫурӑлнӑ гильза евӗр хатӗрленӗ. Ку вӑрҫӑ вӗҫленнине кӑтартать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул палӑка тата ҫӗнетӗҫ. Ҫурӑлнӑ гильзӑн ҫуначӗ ҫине 14 хӗрлӗ гвоздика вырнаҫтарӗҫ.
Обелиска уҫнӑ ҫӗре пухӑннӑ депутатсем, ветерансем, ҫынсем палӑк умне чечексем хунӑ, тӳпене 14 хӑмпӑ вӗҫтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче баян калакан ӑста ҫамрӑк саккӑрмӗш ҫул вӗренет. Вӑл — Евгений Мидаков.
Евгений халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптать. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать вӑл. Женя питӗ ӗҫчен тата пултаруллӑ. Ҫамрӑк пулсан та вӑл 30 ытла конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн пултарулӑхне ют ҫӗршывра та кӑтартнӑ, кубоксем, медальсем, дипломсем ҫӗнсе илнӗ.
Евгений Мидаков 2013 ҫулта «Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем» проект ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» конкурсра I степень лауреат пулса тӑнӑ. Женя Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври чылай конкурсра палӑрнӑ.
Евгений Нидерландри, Францири, Испанири конкурссенче пулнӑ. Вӑл «Минута славы» проекта хутшӑнма ӗмӗтленет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ мар ҫынсем Халӑх ирӗклӗхӗн партийӗн (ПАРНАС) хастарӗн Феликс Милицинӑн урапине киревсӗр сӑмахсемпе ҫырса пӗтернӗ.
Феликс Милицин урапине сӑрласа пӗтернине авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» хура сӑрӑпа вараланӑ.
Урапан малти чӳречи ҫине ашкӑнчӑксем «Фашист» тесе ҫырнӑ, водитель алӑкӗ ҫине «Вали» тесе сӑрланӑ. Кунсӑр пуҫне виҫӗ кустӑрмине шӑтарнӑ.
Хастар хӑй шутланӑ тӑрӑх, ку политикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Раҫҫей позицине Крым тата Украина тӗлӗшпе критиклесе пӗччен пикет темиҫе те ирттернӗ. Феликс Милицин ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать ку пулӑма.
Унччен ӑна хӑратни те пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хваттерне улӑштарнӑ. Халӗ хур курнӑскер полицие ыйту ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр кинотеатр ҫеҫ. Анчах, шел те, вӑл та пулин халӗ хупӑннӑ. Тунтикун унтан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре илсе тухнӑ.
Учредительсем ку услам тупӑшсӑр тесе шутланӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна тара тытнӑшӑн укҫа нумай тӳлемелле пулнӑ. Куракансен йышӗ вара сахалланнӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шара кино ӳнерӗпе кӑсӑкланман та.
Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем нимӗнле фильма та пысӑк экран ҫинче кураймаҫҫӗ. Темиҫе кун каялла кӑна унта халӑх ҫӳренӗ, зал тулли пулнӑ. Халӗ йӑлтах пушӑ, экран сӳннӗ.
Усламӑҫсене тупӑш коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме те ҫитмен теҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗнче хулари депутатсен пухӑвӗ тара тытнӑшӑн тӳлеве 400 пин тенкӗрен 100-е ҫитернӗ. Анчах ку йышӑнӑва кая юлса тунӑ.
Халӑх кинотеатр хупӑннине пӗлсен пӑшӑрханма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӗнӗ кинопрокатчик килесси паллӑ мар. Хальлӗхе вара халӑхӑн кино курма Шупашкара кайма тивӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ пирки чӑн-чӑн паттӑр теме те юрать пулӗ. Ара, вӑл пӗччен пуҫпа виҫӗ вӑйпиттирен тарса хӑтӑлма пултарнӑ-ҫке. Унччен ӑна хӗненӗ, укҫине туртса илнӗ, карас телефонӗсӗр хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччине усалсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи хваттерте тапӑннӑ. Вӗсем ӑна малтан хӗненӗ, унтан укҫине вӑрланӑ тата карас телефонне. Каччӑна тапӑннӑ виҫӗ арҫын кунпах ҫырлахман — тата укҫа тӳлеме ыйтнӑ, унпа пӗрле вӗсем такси тытса килне кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче каччӑ хӑйне кӳрентерекенсенчен хӑтӑлма пултарнӑ — вӑл урапаран сиксе юлнӑ. Усалсенчен тарса ӳкнӗ каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи оперативниксемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем часах лешсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем каччӑна тытнӑ хваттерте пулнӑ. Виҫҫӗшӗ те — унччен судпа айӑпланнӑскерсем. Хӑйсем — Шупашкартан тата Етӗрнерен.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.
Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре шкул ачисене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑ. Куншӑн вара, саккуна пӑснӑшӑн, явап тыттараҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн штраф тӳлеттереҫҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ведомство акӑ мӗн хыпарлать: 38 ҫулти ҫын хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнакан шкул ачисене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ачасен депутат пулма тӑратнӑ кандидата ырлакан листовкӑсене ҫыпӑҫтармалла пулнӑ.
Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ. Пресс-служба материалсене суда ярса пани пирки пӗлтерет.
Палӑртса хӑварар: ачасене ытларах чухне йывӑр мар ӗҫе илӗртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агитаци материалӗсене салаттараҫҫӗ, алӑ пуснисене пухтараҫҫӗ, ыйтӑмсем ирттерме хушаҫҫӗ, плакатсем ҫыпӑҫтарттараҫҫӗ…
Анчах йӗрке пур. Суйлав кунӗччен 18 ҫул тултарман ачасене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑшӑн административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫынсен 1–1,5 пин тенкӗ тӳлемелле, должноҫри ҫынсен — 2–3 пин тенкӗ. Юридици сӑпачӗсен вара 20-30 пин тенкӗ таранах кӑларса хумалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вандалсен ӗҫӗ иртен-ҫӳрен кӑмӑлне пӑсать. Унта пӗр палӑка сарӑ тата кӑвак сӑрӑсемпе илемсӗрлетнӗ.
Иван Семенов коммунист палӑкне вандалсем сӑрӑпа вараланӑ. Кун тӗлӗшпе полици тӗрӗслев ирттерет.
Чӑваш Енре совет влаҫне тӑвассишӗн хастар кӗрешнӗ Иван Семенов палӑкне кӑвак тата сарӑ тӗспе илемсӗрлетнине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын асӑрханӑ та кун пирки пӗлтернӗ. Халӑх куншӑн вандалсене айӑплать.
Людмила Осипова питӗ кӑмӑлсӑр. Вандалсем палӑка шӑпах хула кунӗ умӗн илемсӗрлетни чунне ыраттарнӑ. Людмила полицейскисем вандалсене тупса вӗсене тивӗҫлипе явап тыттарасса шанать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна шута илнӗ, халӗ тӗрӗслев иртет. Вандалсене шыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |